Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫирӗклӗ Шӑхаль

Ҫирӗклӗ Шӑхаль (выр. Кильдюшево) — Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи ял. Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн центрӗ шутланать.

Географи

Ял Мучар юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине, Шупашкара ҫити — 139 км. Район центрне, Елчӗк ялне ҫити — 16 км. Чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫити — 55 км.

Истори

Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялне XVI ӗмӗрӗн вӗҫинче никӗсленӗ. Чи малтан кунта Шӑхаль (хальхи Вӑрмар районӗ) тата Турикас Тушкил (хальхи Тӑвай районӗ) ялӗсенчен куҫса килнӗ ҫынсем пурӑнма пуҫланӑ. Истори докуменчӗсенче ял Сирили Шигали, Сарали Шигали тата Кильдишева ятсемпе палӑртӑннӑ.

Ялта пурӑнакансем — чӑвашсем. 1724 ҫулччен вӗсем ясак тӳлекен хресченсен категорийӗнче, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсен шутӗнче пулнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗ ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пулнӑ. Тимӗрҫӗ, ҫӗвӗҫ промыслӗсем, ҫавӑн пекех пушӑтран тата мучаларан япаласем туса хатӗрлесси аталаннӑ.

1920-мӗш ҫулсенче ялта пӗрремӗш ступеньри шкул ӗҫленӗ. 1931 ҫулта «Красный часовой» колхоз йӗркеленнӗ.

Администраци енӗпе Ҫирӗклӗ Шӑхаль Сӗве уесӗн Шӑхаль вулӑсне (XVII ӗмӗр — 1920 ҫул), Теччӗ уесӗн Курнавӑш вулӑсне, Теччӗ кантонне (1920–1921), Патӑрьел уесне (1921–1927), Кӗҫӗн Елчӗк районне (1927–1935), Елчӗк районне (1935–1962, 1965 ҫултан пуҫласа), Патӑрьел районне (1962–1965) кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнчи халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:

  • 1645–1646 ҫулсем — 37 кил, 136 арҫын.
  • 1721 ҫул — 105 арҫын.
  • 1795 ҫул — 30 кил, 116 арҫын, 137 хӗрарӑм.
  • 1858 ҫул — 32 кил, 118 арҫын, 112 хӗрарӑм.
  • 1897 ҫул — 227 арҫын, 261 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 108 кил, 280 арҫын, 292 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 156 кил, 310 арҫын, 360 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 348 арҫын, 418 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 175 кил, 507 ҫын (242 арҫын, 265 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 145 уйрӑм хуҫалӑх, 383 ҫын (182 арҫын, 201 хӗрарӑм).

Инфраструктура

Ялта шкул, ача пахчи, пӗтӗмӗшле практикӑллӑ тухтӑр офисӗ, кану центрӗ, музей, вулавӑш, ветерансен ҫурчӗ ӗҫлет. Ҫавӑн пекех ҫыхӑну тата сбербанк уйрӑмӗсем, икӗ лавка пур.

Экономика

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ял территорийӗнче «Эмметево» тулли мар яваплӑхлӑ общество ӗҫленӗ.

Паллӑ ҫынсем


 
Категорисем: Ҫирӗклӗ Шӑхаль
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-25 11:53:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6892 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем